„Szerkesztő:Eino81/Novellám számiul” változatai közötti eltérés

Tartalom törölve Tartalom hozzáadva
Nincs szerkesztési összefoglaló
366. sor:
 
''Sa ngayon... sinasabi sa akin ng mga dayuhang pumupunta rito kung ano ang nararapat kong gawin, kung ano ang maaari kong gawin. Subalit dito ako ang panginoon ng lupain, ako ang may-ari, ako ang nasa tahanan. Ito ang aking sinaunang tahanan, kung saan namuhay ang aking mga ama at kanilang mga ama. Ito ang tahanan ko, ang lupain ko; mag-isa akong namumuhay dito.''
 
== '''Хамăн пирки''' ''([[Chuvash nyelv|Chuvash változat]])'' [[Kép:Flag of Chuvashia.svg |30px]]==
<small>'''Fordította: [[:cv:User:Viktor|Viktor]]'''</small>
 
Манăн халăх - авалхи халăх, эпĕ унăн, çак тĕнчери авалхи халăхăн, пĕрчи пулатăп. Эпĕ авалхи чĕлхепе, манăн тăван чĕлхепе, калаçатăп. Эпĕ авалхи çĕр çинче пурăнатăп, нихăçан та урăх çĕрте пурăнман, эпĕ çак вырăнăн тĕшши. Ку - эпĕ, чăн эпĕ. Эпĕ çавра тĕнчен пĕрри пулатăп, манăн наци тахçан-тахçанах пĕтнĕ, эпĕ çеç тăрса юлнă. Калаçăтап эпĕ авалхи тăван чĕлхепе.
 
Эпĕ пурнăç çулĕпе утатăп, хамăн çăкăра çиетĕп, хамăн шыва ĕçетĕп. Эпĕ – кĕнекесене çыраканĕ, эпех çав кĕнекесене вулаканĕ. Эпĕ хамăн кил хыçĕнчи тусем çине улăхатăп; хамăн кил умĕнчи юханшывра пулă тытатăп. Кашни кун эпĕ ту çине хăпаратăп, пĕччен ларса шухăша путатăп. Аякра пулса эпĕ урăх çынсене куртăм; хашĕсем кайран манăн çĕре килсе тухрĕç. Эпĕ вĕсене ырăпа кĕтсе илтĕм. Эпĕ вĕсене çăкăр та, шыв та патăм, вĕсем ман патра çывăрса канса илчĕç.
 
Халĕ вара... кунта килсе çитнĕ ют çынсем мана эпĕ мĕн тума тивĕçлине, мĕн тума ирĕклине вĕрентеççĕ. Анчах кунта эпĕ - асли, эпĕ - харпăрлăхçă, эпĕ - çак кил хуçи. Ку - манăн аттен, манăн ватă асаттесен авалхи килĕ. Ку - манăн кил, кунта манăн тăвăн çĕр; эпĕ кунта хамăн пуçпа пурăнатăп.